Кашни çын хăй çуралса ÿснĕ вырăна кăмăллать, юратать. Çак туйăма мĕн пĕчĕкренех хăнăхтарса пымалла. Виççĕмĕш класс ертÿçи Сергеева Л.Г. çакна аван пĕлет. Çавăнпа та тăтăшах хамăрăн юратнă Чăваш çĕр-шывĕ çинчен калаçусем ирттерет, чăваш халăх сăвви-юррипе, тумĕпе, тĕррисемпе ачасене паллаштарать. Çак тĕллевпех вĕсем шкулти краеведени музейне те çитсе курчĕç. Ĕлĕкхи чăваш тумĕпе, ĕç хатĕрĕсемпе тĕплĕнрех паллашрĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Еметкинская средняя общеобразовательная школа» Козловского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих