"Ума вĕçсе ÿкрĕ кĕр пĕлтерÿçи - хур ури пек хĕрлĕ вĕрене çулçи" - тесе çырать Н. Теветкел хăйĕн "Кĕрхи сăнсем" сăввинче. Чăнах та, мĕн тери илемлĕ кĕр пуçламăшĕ! Урамра авăн уйăхĕ хуçаланать. Çанталăк уяр тăрать. Пĕчĕк ĕшнесемпе вăрмансем сап-сарă тум тăхăннă. Кĕркуннен ылтăн шÿлкеми, хушпу-тевечĕ çиçсе çуталса тăраççĕ. Çак илеме сăнама тата шкул ачисем çитĕнтернĕ çимĕçсене курма виççĕмĕш класс ачисем хăйсен ертÿçипе Сергеева Людмила Геннадьевнăпа пĕрле тăван шкул пахчинче уçăлса çÿрерĕç. Унтан хăйсем курни-иртни çинчен ÿкерчĕксем турĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Еметкинская средняя общеобразовательная школа» Козловского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих