Асран тухми кукамай,
Асран тухми асанне,
Сире чунтан саватпăр,
Сỹнми телей сунатпăр.
Ҁакăн пек сăмахсемпе пуҁланчẽ Кунер шкулẽнче «Атьăр-ха, асаннесемпе кукамайсем!» конкурс.
Конкурса хутшăнакансем: Лукова Любовь Павловна, Смирнова Марина Николаевна, Сорокина Елена Алексеевна, Григорьева Нина Вячеславовна, Львова Анна Ефремовна, Кузьмина Зинаида Васильевна.
Асаннесемпе кукамайсем конкурса тăрăшса хатẽрленнẽ. Ҁакăн пек конкурссем иртрẽҁ: «Хăйсемпе паллаштарни», «Мăнукẽсен юратнă апачẽ», «Ваттисен сăмахне вẽҁле», «Ташă конкурсẽ», «Пẽр ыйту – темиҁе хурав», «Ҁẽр улми лартса пуҁтарасси», «Мăнукẽсем валли кучченеҁ» тата «Пултарулăх конкурсẽ».
Конкурссем хушшинче кẽҁẽн класра вẽренекен ачасем тẽрлẽ сăвă каларẽҁ, юрă юрларẽҁ.
Хаклакан жюри: Кунерти Культура центрẽн заведующийẽ Федорова Л.А, вẽрентекенсем – Борисов Ю.А. тата Александрова Т.И. Ку конкурсра выляса яракансем пулмарẽҁ. Асаннесемпе кукамайсем ҁакăн пек номинацисен ҁẽнтерỹҁисем пулса тăчẽҁ:
«Чи пултаруллă асанне», «Чи хастар асанне», «Чи сăпайлă асанне», «Чи тавҁаруллă кукамай», «Чи тарават кукамай», «Чи кăмăллă кукамай».
«Атьăр-ха, асаннесемпе кукамайсем!» конкурс пурне те кăмăла кайрẽ. Асаннесемпе кукамайсем пирẽн шкула час-часах килсе ҁỹреме хатẽр пулнине пẽлтерчẽҁ.