Сěм авалтан аталанса пынă йăла-йěркесене çирěп тытса пыни ача-пăчана тěрěс-тěкел ÿстерме, вěсен ăс-тăнне çивěчлетме, шухăш-кăмăлне пуянлатма, ěçе хăнăхтарма, ваттисене хисеплеме, çитěнекен ăрăва пурăнма вěрентмешкěн пулăшнă. А.Г. Григорьев профессор калашле, халăх йăли-йěрки – хăй пěр университет. Чăн та, шкулта вěренме май килмен пулин те пирěн мăн асаттесем ăс-пуçран нимěн чухлě те катăк пулман, чун хавалěпе те аптраман. Вěсен пурнăçне çирěп тытса пыраканни – йăла-йěрке пулнă. Вěсенче ачасем сăвă калама, юрлама, ташлама вěреннě, ал ěçпе хуçалăх ěçěсене тума хăнăхнă, пěр-пěринпе хутшăнса туслă пулма, ватта-вěтте хисеплеме вěрентнě.
Куславкка районĕнчи Кунер шкулĕнче „Юмах тĕнчинче” вулав иртрĕ. Пуçламăш класс ачисем чăваш халăх юмахĕсене вуларĕç. Уйрăмах ачасене „Ăслă хĕр”, „Ваттисене итлекен” юмахсем кăмăла кайрĕç. „Мулкач” юмаха выляса та кăтартрĕç.