Пирĕн тăван чĕлхе пин-пин чĕлхе хушшинче сăваплă, ырă ятлă. Ăна халăх темиçе ĕмĕр хушши аталантарнă, якатнă, çавăнпа пулĕ вăл пуян та, янăравлă та çепĕç.
1992 çулхи ака уйăхĕнче Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ çапла йышăннă: Чăваш чĕлхин кунне туса хурас, ăна чăвашсене çутта кăларнă, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă И.Я. Яковлев çуралнă кун – ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.
Çапла вара Чăваш чĕлхи кунне пирĕн республикăра 1992 çултанпа уявлаççĕ. Çак уява палăртса Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи эрнине халалласа „Эпир Улăп йăхĕнчен” литмонтажпа уçрĕç. Пуçламăш класс ачисем „Юмах тĕнчинче” пулса курчĕç.
Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем,
Янăра эс çут тĕнчере.
Ыттине çĕр чĕлхе хуть пĕлер,
Эсĕ пирĕн – пĕрре çеç, пĕрре!
Н. Сандров