Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци ирттересси çинчен маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.
Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕренекенĕсемпе шкул ĕçченĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акцине хутшăнчĕç. Çакăн пек акцисем чăвашла тĕрĕс çырма вĕренмеллине палăртаççĕ.