Шкулти музейра

       Чăваш чĕлхи эрнине халаласа ака уйăхĕн  20-мĕшĕнче пуçламăш класра вĕренекенсем шкулти историпе краеведени музейĕнче пулчĕç. Вĕсене 7- мĕш класра вĕренекен Николаева Анна экскурсовод тата тăван ен культурине вĕрентекен Васильева В.П. ĕлĕкхи чăваш тумĕсемпе, ял тата шкул историйĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Ачасем  тĕрлĕ ыйтусем парса  ĕлĕкхи шкул тата ял пурнăçĕпе  интересленчĕç.