Конькисӗр хоккей вылясси

Куславкка районӗнче урана ҫӑматӑ тӑхӑнса пӑр ҫине тухасси йăлана кĕнĕ, конькисӗр хоккей выляс йӑла аталанса пырать. Ҫӑматӑ ал-урана, кӗлеткен ытти пайне сиен кӳменрен спортсменсем хӳтӗленмелли тӗрлӗ хатӗр тӑхӑнмаҫҫӗ. Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансем — Куславкка районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем.

Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Кунерти вӑтам шкулта зонӑри вӑйӑ иртнӗ. Унта Кунерти ачасемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Тӗрлемесри, Кармӑшри шкулсенчен пухӑннисем вылянӑ. Ҫӗнӗ тӗрлемессем пуринчен маттур пулнӑ.

Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче зонӑри икӗ вӑйӑ иртмелле. Ун чух Энтри Пасар, Куснар, Кӗҫӗн Карач, Елчӗк шкулӗсенче вӗренекенсем пӑр ҫине тухӗҫ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче район центрӗнчи «Атӑл» комплексра вӑйӑн иккӗмӗш тапхӑрне пухӑнӗҫ: унта тӗп кубокшӑн кӗрешӗҫ.