Чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ

      

Ака уйăхĕн 18 – 25-мĕш кунĕсенче Кунерти пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни иртрĕ. Ăна  Чăваш Республикинчи  Аттепе анне  çулталăкне  халалланă. Чăваш чĕлхипе литератури эрнин планĕпе килĕшÿллĕн эрнипех тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Пуçламăш класс ачисем чăваш ачи-пăчин вăййисене выляса киленчĕç,  шкул музейĕнче пулса  унти «Культура и быт чувашей» уйрăмри экспонатсемпе  паллашрĕç. Ку уйрăмра  ачасем чăвашсен авалхи çи-пуçĕпе, капăрлăх, пир тĕртмелли  хатĕрсемпе, анатри тата тури чăвашсен  сурпанĕсемпе  кăсăкланчĕç.

Мăнкун эрни пынă май Кунерти культура çуртĕнче  ял библиотекăрĕ Матанова С.А. ертсе пынипе «Мăнкун çути» фестиваль  иртрĕ, унта пирĕн шкул вĕренекенĕсем те активлă хутшăнчĕç. 3-мĕш класра вĕренекен Кладкова Екатеринăпа Сорокин Никита, 6-мĕш класран Доронина София тата Смолева Алинăпа Карасева Дарья  Канаш хулинче çу уйăхĕнче иртекен Хĕрлĕ Мăнкун фестивале хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç.

Ака уйǎхĕн 20-мĕшĕнче  «Сăвă çыратпăр хамăрах» ăмăрту иртрĕ. Сăвă çыракансем хушшинче Смолева Е. (1 в.), Николаева А. (2 в.), Сергеева Ю. (3 в.) çитекенни пулмарĕ.

Ачасен  тавçǎрулǎхěпе пултарулǎхне  аталантарас тӗллевпе ака уйǎхěн 21-мěшěнче  «Ăслă вăйă» ǎс-тǎн ǎмǎртǎвӗ иртрě. Унта çакǎн пек ыйтусем пулчӗç: чǎваш писателĕсен  хайлавĕсен ячĕсене тата унти сăнарсене пӗлесси, тупмалли юмахсен  тупсăмĕсене тупасси, фольклорпа  çыхăннă ыйтусем,  литература жанрӗсене пӗлесси тата ытти те. Тупǎшу çивӗч  иртрӗ. Виçĕ ушкăна пайланса,  ачасем ыйтусене тӗрӗс те тӗплӗн хуравласа пычӗç, хǎйсен тавра курǎмне кǎтартрěç. Вǎйǎра 6-мĕшпе 9-мĕш классс ачисем пултаруллǎрах пулни палǎрчӗ. 

Ачасен пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Илемлĕ ÿкерме пултаракансем вара «Шкул шевли – 2017» конкурсра палăрчĕç. Пуçламăш классем хушшинче Александров А. (1-мĕш  в.), Смолева Г., Русскин В. (2-мĕш в.), Атласкина Е., Романов С. (3-мĕш в.); вăтам классем хушшинче Овчинникова Л.(1-мĕш в.), Атласкин М. (2-мĕш в.),Семенов Д., Громов В.(3-мĕш в.).

Ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче  «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2017» акцие хутшăнтăмăр. Çак  мероприятие Чǎваш патшалǎх гуманитари ǎслǎлǎхĕсен институчĕ, Чǎваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чǎваш наци радиовĕ, Чăваш наци  телекуравĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ  чăваш патшалăх педагогика  университечĕ тата  И.Н. Ульянов ячĕллĕ  Чăваш патшалăх  университечĕ  йĕркеленĕ. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхин пĕлтерĕшне, ят-сумне  ÿстересси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни  хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли  мел те пулса тǎрать.  Кǎçалхипе пиллĕкмĕш  хут иртет вǎл. Акцие  шкулти 11 вĕренекенпе 2 вĕрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Вĕсене пурне те  тав сǎмахĕ калас килет. Лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!

Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче  Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Янăра, чăваш сăмахĕ» пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Шǎнкǎр-шǎнкǎр çǎл куç пек янǎрарĕç чǎваш поэчĕсем хайланǎ сǎвǎсем. Шкул ачисем  хǎйсем чĕвĕлти сассисемпе сǎвǎ хыççǎн сǎвǎ пǎхмасǎр каларĕç, чăваш юррисем шăрантарчĕç, чăваш ташшипе савăнтарчĕç. Пурнǎç  пĕтĕмпех тǎван сǎмахран пуçланать. Атте-анне чĕлхи-çке вǎл чǎваш чĕлхи! Кирек ǎçта кайсан та пире  тǎван сǎмах вай-хал парать. Темле йывǎрлǎха та çĕнме пулǎшать.

Çакǎ йǎлтах И.Я. Яковлев тивлечĕпе  пирĕн куна çитнĕ. Унǎн «Халалĕ» – пирĕн ǎрǎва панǎ пил. Упрар  тǎван чĕлхемĕре, вǎл  ĕмĕр пултǎр тĕнчере!