Кайăксем - пирĕн туссем.

      Сивĕ вăхăт кайăксемшĕн йывăр тапхăр. Уйрăмах вĕсем выçăпа аптăраççĕ, пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ. Статистика палăртнă тăрăх – кăсăясен 90%  хĕлле сивĕпе тата выçăпа вилеççĕ. Çавăнпа та сырăшсем  туса çунатлă туссене тăрантарни питĕ усăллă. Çакна шута илсе 1 – мĕш класра вĕренекенсем хăйсен класс ертÿçипе шкул пахчинчи йывăçсем çине сырăшсем çакрĕç. Пĕчĕк туссем „столовăйра” çиме пултарччăр тесе ачасем тĕрлĕ кĕрпе, çăкăр тĕпренчĕкĕ,  тырă хурса пачĕç. Шкул ачисем шанаççĕ: „Çунатлă туссем нумай кĕттермĕç, часах хырăмĕсене тăрантарма вĕçсе килĕç”.