Ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2018» акци пулса иртрĕ. Çак мероприятие Чǎваш патшалǎх гуманитари ǎслǎлǎхĕсен институчĕ, Чǎваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чǎваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхин пĕлтерĕшне, ят-сумне ÿстересси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел те пулса тǎрать.
«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2018» акцие шкулти 12 вĕренекенпе 2 вĕрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Вĕсене пурне те тав сǎмахĕ калас килет. Лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!
Çавăн пекех Чăваш чĕлхипе литератури эрнин планĕпе килĕшÿллĕн, Антипова Ольга Витальевна библиотекарь «И.Я. Яковлев – аслă вĕрентекен» ятпа кĕнекесен куравĕ йĕркелерĕ. 1 – 9 -мĕш классенче вĕренекенсем кунĕпех кураври кĕнекесемпе паллашрĕç, çĕннине нумай пĕлчĕç.