"Чи маттуррисем" ăс-тăн ăмăртăвĕ

 Ачасен  тавçǎрулǎхěпе пултарулǎхне  аталантарас тӗллевпе ака уйǎхěн 25-мěшěнче 5 - 6 классем хушшинче «Чи маттуррисем» ǎс-тǎн ǎмǎртǎвӗ иртрě. Унта çакǎн пек ыйтусем пулчӗç: чǎваш писателĕсен  хайлавĕсен ячĕсене тата унти сăнарсене пӗлесси, тупмалли юмахсен  тупсăмĕсене тупасси, морфологи,  орфографи, пунктуаци, чăваш культурипе тата фольклорпа  çыхăннă ыйтусем,  литература жанрӗсене пӗлесси тата ытти те. Тупǎшу çивӗч  иртрӗ. Икĕ ушкăна пайланса ачасем ыйтусене тӗрӗс те тӗплӗн хуравласа пычӗç, хǎйсен тавра курǎмне кǎтартрěç 

Ăмǎрту вара 5 класра вĕренекен хĕр ачасем çӗнтернипе вěçленчě.