Чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ

  Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Кунерти пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ. Ăна  Чăваш Республикинчи  И.Я. Яковлев  çулталăкне  халалланă. Чăваш чĕлхипе литератури эрнин планĕпе килĕшÿллĕн, 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем    аслă вĕрентекенĕмĕрĕн И.Я. Яковлев  хайлавĕсемпе кĕçĕннисене  паллаштараççĕ, тĕрлĕ чăваш вăййисем   ирттереççĕ. Мĕнпе илĕртеççĕ-ха  И.Я. Яковлев  калавĕсем?  Вĕсем ĕçе  юратма,  аслисене  хисеплеме,  тавçăруллă пулма вĕрентеççĕ. Ачасен мĕн пĕчĕкрен  ĕçе юратса  ĕçчен çын  пулма  вĕренсе пымалла тени  унăн чылай   калавĕсен тĕп шухăшĕ пулса тăрать. Кирек  мĕнле ĕçе те  майне  пĕлсе   тумаллине  И. Яковлев  «Кулачă» калавра   палăртать. Халăхсем пĕр-пĕринпе  туслă  пулмаллине, пĕр-пĕрне хисеплемеллине  «Пулă сĕрни»  калавра вĕрентсе çырса парать.

Сăпайлăх çинчен  çырнă  калавсене те  тимлĕн итлерĕç  кĕçĕн класра  вĕренекенсем. «Пирĕншĕн  чăваш чĕлхи  чи çепĕç те  янăравлă  тăван чĕлхе. Эсир те  малашне  çак ăса  вĕрентсе калакан  хайлавсене   юратса   вуласса  шансах тăратпăр», терĕç  çиччĕмĕшсем.