«Асамлăх тĕнчинче» вăйă-ăмăрту

Ака  уйăхĕн 26-мĕшĕнче  Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  «Асамлăх тĕнчинче»    вăйă-ăмăрту  иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - И.Я.Яковлевăн ача-пăча валли çырнă  калавĕсене аса илесси, вĕсенче вĕрентсе  каланисемпе  тата ваттисен сăмахĕсемпе усă курнине тишкересси,  чăваш халăхне   çутта кăларнă   аслă  вĕрентекен  çинчен  ытларах пĕлесси.

«Асамлăх тĕнчинче» вăййа 7 - 8 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Чи тавçăруллисем вара 7-мĕш класра вĕренекенсем  пулчĕç.