Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тĕмшерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул тултарнине халалласа «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн республика конкурсĕн муниципалитет тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса 7–8-мĕш классенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Шкул ачисен монологпа тата диалог мелĕпе чăвашла калаçас ăсталăхне туптанă май халăх умĕнче калаçас хăнăхăвне аталантарас тĕллевпе ирттерчĕç. Конкурса хутшăнакансен 4 темăпа тухса калаçма хатĕрленмелле пулчĕ: Тăван çĕр-шыв («Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв», «Тăван кил – ылтăн сăпка», «Тăван ен, тăван тавралăх»), Чăваш чĕлхи («Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе», «Нумай чĕлхе пĕлĕттĕм, тăван чĕлхене юратăттăм»), Çемье («Çемье вăл ырлăх та телей те»), Туслăх («Йышпа пĕрле чухне шиклĕх çук», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук»). Конкурсантсем çак темăсенчен пĕрне шăпа ярса кăларса сăмах вĕççĕн хăйсен шухăшне каласа пачĕç.
Кунерти вăтам шкулăн чысне 7-мĕш класра вĕренекен Атласкин Максимпа 8-мĕш класс вĕренекенĕ Семенов Дмитрий хÿтĕлерĕç. Максим 3-мĕш вырăн, Дмитрий 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Маттур, каччăсем, саламлатпăр сире!