Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалласа нарăсăн 15-мĕшĕнче Кунерти вăтам шкулта Валерий Туркайăн «Ниме» сăввинчи темăпа тĕп шухăшĕ» уçă урок иртрĕ. Ăна ушкăнпа тунă ĕç хаваслăхне, ӳсĕмлĕхне туйма пулăшас, сăвва илемлĕ, палăртуллă вулама вĕрентес, ниме йăли çинчен вĕреннĕ май халăх мешехисене юратма хавхалантарас тĕллевсемпе 6 -мĕш класс ачисемпе тăван (чăваш) чĕлхене вĕрентекен Милаева Л.В. ирттерчĕ.
Вĕренекенсем урокра 2 ушкăна пайланса ниме йĕркипе ĕçлерĕç,ниме сăмах тĕрĕк чĕлхисенче мĕнле янăранине палăртрĕç, кану самантĕнче тĕрлĕ халăх вăййисене вылярĕç. «Пĕччен çурт тума ансат марри», «Пĕччен пăтă çиме, йышпа авăн çапма лайăххи» çинчен калакан пĕтĕмлетÿсем турĕç.