Ачасен тăван чĕлхене вĕренес кăмăлне тытса пырас, вĕренекенсене тăван наци культурине ăша хывма пулăшас, унăн кăмăл-сипет хаклавĕсен пурнăçри вырăнне ăнкăрма хистес тата пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Кунер вăтам шкулĕнче наци культурин «Туслăх кĕперĕ» район фестивалĕ иртрĕ. Конкурса районти 5-7-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Вăл «Йăлтăрчăк» вăйă-конкурс номинаципе иртрĕ. «Йăлтăрчăк» вăйă-конкурса хутшăнакан кашни ачан тăватă станцие тухмалла пулчĕ:
1. «Чĕлхе – халăх мулĕ»;
2. «Тăван чĕлхе – атте-анне чĕлхи»;
3. «Илемлĕх тĕнчи»;
4. «Пирĕн пултарулăх».
Фестивальте Кунер вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсем шутĕнче Кладкова Е. (5 кл.), Кваскова А. (6 кл.) тата Трофимов К. (7 кл.).