«Смолин вулавĕсен» çĕнтерÿçисем

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Кунерти культура çуртĕнче  хамăр ентеше, паллă поэта, куçаруçа, Шăнчас ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Смолина халалласа  кăçалхипе çиччĕмĕш хут «Смолин вулавĕсем» поэзи конкурсĕ иртрĕ. Ăна  йĕркелекенсем  - Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министерстви, Куславкка район администрацийĕ, А.С. Смолинăн çемйи тата республикăри «Куславккасен  ентешлĕхĕ» обществăлла организаци.

Çак конкурса Кунерти вăтам шкулта вĕренекен ачасем те хаваспах йышлăн хутшăнчĕç. Вĕсем хушшинче: 1-мĕш класра вĕренекен  Артемьева Вероника (ертÿçи Осипова О.Н.), 2-мĕш класра вĕренекен Егорова Светлана (ертÿçи Сергеева Л.Н.), 3-мĕш класра вĕренекенсем: Смолева Алина, Починкин Александр (ертÿçи Сергеева Л.Г.), 4-мĕш класра вĕренекен Александров Никита, Карпова Полинăпа Кузьмин Максим (ертÿçи Давыдова В.В.), 5-мĕш класра вĕренекен Сорокин Никита (ертÿçи Милаева Л.В.), 7-мĕш класра вĕренекен Былаева Кира (ертÿçи Антипова О.В.), 8-мĕш класра вĕренекен Смолева Екатерина  (ертÿçи Милаева Л.В.), 9-мĕш класра вĕренекен Починкин Алексей.  Вĕсем А. Смолин çырнă сăвăсене илемлĕ те ăста каласа пама пултарчĕç, пурте тивĕçлĕ вырăнсем йышăнчĕç.

Маттур, ачасем! Пурне те çĕнтерÿпе саламлатпăр!