Чăвашсемĕр! Сире телей сунатăп,
Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.
Мансан — чĕлхесĕр янавар пулатпăр,
Чĕлхе пулсан — пĕтместпĕр ĕмĕрте!..
(Р. Сарпи.)
Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ. Ăна «Эпир чăваш йăхĕнчен» литмонтажпа уçрĕç.
«Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ», - тенĕ Г.Н. Волков пирĕн тăван чĕлхе пирки.
Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕ (паллах, çак терминăн чăн-чăн тĕшшине шута илес пулсан) Н.И. Ашмарин вырăсăн тĕпчев ĕçĕсенчен пуçланать. Совет саманин пуçламăш тапхăрĕнчех чĕлхе ăслăлăхне чăвашран тухнă тĕпчевçĕсем хутшăнаççĕ, пурнăç малалла аталаннă май чĕлхеçĕсен йышĕ те ÿссех пырать. XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче чĕлхе тĕпчевне йышлă ушкăн (И.А. Андреев, Н.П. Петров, М.Ф. Чернов, Л.П. Сергеев, Г.Е. Корнилов, В.И. Котлеев, М.И. Скворцов, А.Е. Горшков) кÿлĕнет. Çак чĕлхеçĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки 9 -мĕш класра вĕренекен ачасем хăйсен презентацийĕсемпе тĕпчев ĕçĕсенче кăтартса пачĕç. I вырăна Михаил Тимофеев, II вырăна Даниил Гаврилов, III вырăна Алексей Починкин тивĕçрĕç.