«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2019» акцие хутшăнса

Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче  Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам  шкулта «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2019» акци  иртрĕ.

Çак  мероприятие Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ.  Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни  хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли  мел те пулса тǎрать.

Акцие хутшăнакансем Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă тексчĕ тăрăх диктант çырчĕç.

     «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2019»  акцие  шкулти 14 вĕренекенпе 2 вĕрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Вĕсене пурне те  тав сǎмахĕ калас килет. Лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!