Конкурс лауреачĕ

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Туслăх çуртĕнче СССР халӑх артистки В.К. Кузьмина  ячӗллӗ республикӑри сăвă калакансен конкурсӗ пулчĕ. Ку ӑмӑртӑва кӑҫалхипе пиллĕкмӗш хут ирттерчĕç.  Кунерти вăтам шкул ачисем Екатерина Смолевăпа (8 кл.) Вероника Артемьева (1 кл.) та çак конкурсра хутшăнма тивĕçрĕç.

Пилӗк сехете пынӑ пултарулӑх марафонӗнче конкурсҫӑсем чӑвашла та вырӑсла сăвăсем вуларĕç. Вӗсене Вера Кузьмина хăй, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗсем Анна Кутузова, Надежда Кириллова, литература критикĕ Атнер Хусанкай, Светлана Асамат, Любовь Шашкина поэтсем хакларĕç.

8-мĕш класра вĕренекен Екатерина Смолева Трубина Марфин «Хĕр хуйхи» сӑввине вуласа 3 степеньлӗ диплома тивӗҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Вера Кузьминична Кузьмина хӑй чысларĕ.