Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш чĕлхипе литература эрнин планĕпе килĕшÿллĕн Театр çулталăкне халалласа инсценировкăсен конкурсĕ пулчĕ. Ăна пултаруллă ачасене тупса палăртас, чăваш юптаруçисен хайлавĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарас тата ачасене илемлĕ хайлавсем вулама кăсăклантарас тĕллевпе ирттерчĕç.
5 - 9 класс ачисем ăмăртмалла тенĕ пек сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. 5-мĕш класс ачисем А. Галкинăн «Икĕ сăнлă пурнăç» юптарăвне выляса парса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç, 2-мĕш вырăна 6-мĕш класс ачисем йышăнчĕç, вĕсем А. Кăлканăн «Хăравçă мулкач» юптарăвне вылярĕç, 9-мĕш класс ачисем С. Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» юптарăвĕпе 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç.
Конкурса хутшăнакансем пурте маттур пулчĕç, хăйсен артист пултарулăхне кăтартса пама пултарчĕç.