Кашни çулах эпир чăваш чĕлхипе литература эрни ирттеретпĕр. Çак кунсем интереслĕ те тухăçлă иртчĕр тесе тĕрлĕ вăйă-ăмăртусем, конкурссем, марафонсем кĕртетпĕр. Çакăн пек ăмăртусемпе вăйăсем ачасене тĕрлĕ енлĕ воспитани парас, вĕсен тавра курăмне аталантарас ĕçре питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Предмета тăрăшса вĕренме, тимлĕрех пулма, нумай вулама хавхалантараççĕ. Ачасем предмета мĕнле пĕлни те çак вăйăсенче лайăх курăнать. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче, класс тулашĕнче вăйă мелĕпе ирттерни вĕреннĕ материала аса илме, лайăхрах çирĕплетме пулăшать.
Ака уйǎхěн 27-мěшěнче 6 - 7 классем хушшинче «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» ǎс-тǎн ǎмǎртǎвӗ иртрě. Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне, пултарулăхне, анлă тавра курăмне кăтартрĕç. Тупǎшу çивӗч иртрӗ.
Ăмǎрту вара 7 класра вĕренекен ачасем çӗнтернипе вěçленчě.