Ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2020» акцие хутшăнтăмăр. Çак мероприятие Чǎваш чĕлхи кунне, Чǎваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа Чǎваш патшалǎх гуманитари ǎслǎлǎхĕсен институчĕ, Чǎваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чǎваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхин пĕлтерĕшне, ят-сумне ÿстересси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел те пулса тǎрать. Кǎçалхипе саккǎрмĕш хут иртет вǎл. 2020 çулта Йĕркелÿ комитечĕ паллă чăваш çыравçи, сăвăçи, куçаруçи, 1964 çултанпа СССР писателĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ пулнă Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илчĕ.
Акцие шкулти 7 вĕренекенпе 2 вĕрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Вĕсене пурне те тав сǎмахĕ калас килет. Лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!