Чăваш халăх искусстви пуян та тĕрлĕ енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхсенчен пĕри – тĕрĕ эрешĕ. Чăваш чунĕ яланах хитрелĕх патне туртăннă. Çавăнпа унăн кил-çуртне тĕрленĕ, йывăçран касса эрешленĕ тата хăваран авнă япаласем, тăм савăт-сапа илемпе хăтлăх кÿнĕ. Тĕрĕ ăсталăхĕ уйрăмах вăйлă аталаннă пулнă. Халăх ĕмĕчĕ-шухăшĕ, вăл илеме еплерех ăнланни шăпах çак искусствăра палăрнă. Тĕрĕпе чăвашсем тумтире çеç мар, пÿрт ăш чиккине те илемлетнĕ. Авалхи эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен шухăшлани, ăна аталантарма тăрăшнине палăртаççĕ ăсчахсем.
Кунерти вăтам шкулта Чăваш тĕррин кунне халалласа мероприяти ирттерчĕç. Тăван (чăваш) чĕлхене вĕрентекен Милаева Л. В. ачасене Чăваш тĕрри кунĕн историйĕпе паллаштарчĕ, паянхи уявпа саламларĕ. Кĕçĕн класс ачисем пуканесене касса кăларса чăваш тумĕ тăхăнтартрĕç, вăтам классем вара чăваш кĕпе-тумтирне сăрласа илемлетрĕç. Юлашинчен ачасем „Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ ...” чăваш халăх юррине юрласа сăн ÿкерĕнчĕç.