И. Я. Яковлев вулавĕсем.

          Чãваш халãхне çутта кãларакан 1848 çулта ака уйãхĕн 25-мĕшĕнче Тутар республикинче Кãнна Кушки ялĕнче çуралнã. Ĕлĕк шкулсенче вырãсла кãна вĕрентнĕ, мĕншĕн тесен чãваш алфавичĕ пулман.  Çак чãваш алфавитне тãваканĕ - И. Я. Яковлев. Аслă вĕрентекенĕмĕр   çуралнă кунне халаласа тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа ака ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Кунерти вăтам шкулăн пуçламăш класс ачисем И.Я.Яковлевăн хайлавĕсене вуласа сÿтсе яврĕç. «Суеçĕ», «Кăлăх тавлашакансем» калавсем пĕр-пĕрне хисеплеме, çынра тĕрĕслĕхе аталантарма вĕрентеççĕ. «Чăлха çыхни», «Кахалпа юлхав» калавсенче вара ачасене ĕçе юратма, аслисене пулăшма хăнăхтарас тĕллев палăрать. Çак тĕп шухăша  И. Я. Яковлев халалĕнчи йĕркесемпе çирĕплетсе хăварчĕç: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит   пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ыт ахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать».                  

            И. Я. Яковлев пире тăван чĕлхене юратма, тăван халăха хисеплеме вĕрентнĕ. Çавăнпа та пирĕн чăваш культурине паянхи пурнăçăн çĕнĕлĕхĕнче те аталантарсах пымалла. Чĕлхене аталантарсан  халăх нихăçан та пĕтмĕ.

            Паллã учёнãй  ячĕ, ĕçĕсем вилĕмсĕр, вĕсем чăвашăн чун-чĕринче упранаççĕ. Унăн ĕçĕсем, вĕрентĕвĕ, шухăшĕсем, палăкĕсем, музейĕсем, урамĕсем, çуралнă кĕтесĕ Яковлев çинчен манма памаççĕ. Апла пулсан çак çутă сăнара  тата çÿлерех çĕклесчĕ!

 

Иван Яковлева манмастпăр,

Усратпăр халăх асĕнче.

Ăна сума суса юрлатпăр

Тăван Чăваш çĕршывĕнче.