«Пĕлетĕр-и эсир?» ăс-тăн ăмăртăвĕ

          Ачасен тавçăрулăхĕпе пултарулăхне аталантарас тĕллевпе ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăван (чăваш) чĕлхепе литературине вĕрентекен Милаева Л. В. 8 – 9 классем хушшинче «Пĕлетĕр-и эсир?» ăс-тăн ăмăртăвĕ ирттерчĕ. Унта çакăн пек ыйтусем пулчĕç: чăваш писателĕсен хайлавĕсен ячĕсене тата унти сăнарсене пĕлесси, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупасси, морфологи, орфографи, пунктуаци правилисем, чăваш культурипе тата фольклорпа çыхăннă ыйтусем, литература жанрĕсене пĕлесси тата ытти те. Тупăшу çивĕч иртрĕ. Ачасем ыйтусене тĕрĕс те тĕплĕн хуравласа пычĕç, хăйсен тавра курăмне кăтартрĕç. Вăйăра Атласкин М., Трофимов К., Громов В., Кабачева А., Краснова В. пултаруллăрах пулни палăрчĕ.

       Ăмăрту вара 9 классем çĕнтернипе вĕçленчĕ.