Чăваш тĕрри – халăх пуянлăхĕ

      Чăваш тĕррин илемĕ такам чунне те канăçтарма пултарать, куçа илĕртет. Чăваш тĕррин кунне халалласа Кунерти вăтам шкулта чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Чăваш тĕрри  халăх пуянлăхĕ» ятпа савăнăçлă уяв иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Милаева Л.В. тата 9-мĕш класра вĕренекен Кваскова А. тĕрĕ чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пĕри пулни пирки чарăнса тăчĕç. Шкул ачисем чăваш тĕррин илемне мухтаса П. Хусанкай, С. Асамат, В. Давыдов-Анатри çырнă сăвăсене вуларĕç, чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

    Унсăр пуçне тĕрленĕ япаласен куравне йĕркелерĕç тата чăваш тĕррине ÿкерсе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Чăваш тĕррин кунĕ авалтан упранса çирĕпленнĕ ал-ĕç йăли-йĕркине упраса хăварма, çитĕнекен ăрăва тăван культура патне туртăнма, ăстасен пĕлĕвне сарма пулăшĕ.