Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш
чĕлхипе литература эрнин планĕпе килĕшÿллĕн инсценировкăсен конкурсĕ пулчĕ. Ăна
пултаруллă ачасене тупса палăртас, чăваш çыравçисен хайлавĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарас
тата ачасене илемлĕ хайлавсем вулама
кăсăклантарас тĕллевпе ирттерчĕç.
5 – 9 класс ачисем ăмăртмалла тенĕ
пек сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. 5-мĕш класс ачисем А.
Галкинăн «Икĕ сăнлă пурнăç» юптарăвне выляса парса
çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç, 2-мĕш вырăна 6-мĕш класс ачисем йышăнчĕç, вĕсем А. Кăлканăн «Хăравçă мулкач» юптарăвне вылярĕç, 9-мĕш класс ачисем А.
Хмытăн «Сарă чечек – уйрăлу палли» калавĕ тăрăх инсценировка лартса
пачĕç.
Конкурса хутшăнакансем пурте
маттур пулчĕç, хăйсен артист пултарулăхне кăтартса пама пултарчĕç.