Афганистан пирĕн чĕрере». Анатолий Хмыт çыравçăпа тĕл пулни

Афганистан пирĕн чĕрере». Анатолий Хмыт çыравçăпа тĕл пулни

       Ака уйǎхĕн 22-мĕшĕнче  Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам  шкулта паянхи чăваш литературин пултаруллă çыравçипе  А. Хмытпа тĕл пулу иртрĕ.

      Вăл Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. 19821984-мĕш çулсенче Анатолий Дмитриевич Афганистанра çар хĕсметĕнче тăнă, вăрçа  хутшăннă. СССР тата Афганистан çĕр-шывĕн 3 медальне илме тивĕçлĕ пулнă.

      Унăн пĕрремĕш литература хайлавĕ 1990-мĕш çулта «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. Халĕ Анатолий ХМЫТ сакăр кĕнеке авторĕ, вĕсенчен улттăшне Афганистанри вăрçа халалланă: «Вилĕмсĕр кăйкăр юрри» (2001), «Ан тăк куççуль, аннеçĕм» (2003), «Сар Иван» (2004, 2006), «Леш тĕнчерен…» роман-дилоги (1-мĕш кĕнеки «Таркăнсем», 2-мĕш кĕнеки     «Тамăк витĕр» 2011), «Тĕлленмен тĕлĕк» (2020) Афганистан вăрçи çинчен каласа параççĕ.                                                       
   К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пыракан «Сутăн илнĕ чыс» спектакль те Афганистан теминех çутатать. Вăл республикăри «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра 2011 çулта театр пьесисен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2015 çулта Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ унăн «Çерем çинчи çиçĕм» трагикомедине сцена çине кăларчĕ.

   Пирĕн литературăра унăн ыттисеннипе пăтрашăнми хăйне евĕр палăрса тăракан енсем пур. Вăл чăваш искусствине илем кÿрет, вăй парать. А. Хмыт хайлавĕсенчи тĕп ыйту çынлăхпа чунлăх туйăмĕсене упраса хăварасси. Хăйĕн хайлавĕсенче вăл паянхи обществăри чи çивĕч ыйтусене хускатать, кăткăс пулăмсене уçса парать.