«Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ», – тенĕ Г.Н. Волков пирĕн тăван чĕлхе пирки.
Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕ (паллах, çак терминăн чăн-чăн
тĕшшине шута илес пулсан) Н.И. Ашмарин вырăсăн тĕпчев ĕçĕсенчен пуçланать. Совет
саманин пуçламăш тапхăрĕнчех чĕлхе ăслăлăхне чăвашран тухнă тĕпчевçĕсем
хутшăнаççĕ, пурнăç малалла аталаннă май чĕлхеçĕсен йышĕ те ÿссех пырать. XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче чĕлхе тĕпчевне йышлă ушкăн
(И.А. Андреев, Н.П. Петров, М.Ф. Чернов, Л.П. Сергеев, Г.Е. Корнилов, В.И.
Котлеев, М.И. Скворцов, А.Е. Горшков) кÿлĕнет. Çак чĕлхеçĕсен ĕçне-хĕлне 9-мĕш
класс ачисем ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче хăйсен презентацийĕсемпе тĕпчев ĕçĕсенче
кăтартса пачĕç. I вырăна Кваскова А., II вырăна Кабачева А. тивĕçрĕç.