Ака уйǎхĕн
25-мĕшĕ – Чǎваш чĕлхи кунĕ. Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта та ǎна çулсеренех уявлаççĕ. Çак кун чǎвашсене çутта кǎлараканĕ Иван Яковлевич
Яковлев (1848-1930) çуралнǎ. И. Я. Яковлев Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кǎнна
Кушкинче чухǎн хресчен кил-йышĕнче çут
тĕнчене килнĕ. Вǎл çуралсанах тǎлǎха тǎрса юлнǎ, Пахомовсен килĕнче ÿснĕ.
Чǎвашсен
çити-çитми пурнǎçĕ пулас Аслǎ
вĕрентекене мĕн пĕчĕкренех канǎç паман.
Иван Яковлев
тǎрǎшнипе чǎваш тǎрǎхĕнче çĕршер шкул уçǎлнǎ,
нумай çын пĕлÿ алǎкне уçнǎ. Ахальтен мар ĕнтĕ паян, çак мухтавлǎ çынна
хисеплесе, чǎваш Улǎпĕ тетпĕр.
Уява
шкулти чǎваш чĕлхипе литературине
вĕрентекен Лариса Витальевна Милаева уçрĕ. Малалла 9-мĕш класра вĕренекен А.
Квасковăпа 6-мĕш класс вĕренекенĕ А. Починкин ерте пычĕç.
Шǎнкǎр-шǎнкǎр
çǎл куç пек янǎрать чǎваш сǎвǎçисем хайланǎ сǎвǎсем. 1– 9 классенче вĕренекенсем хǎйсем чĕвĕлти сассисемпе сǎвǎ
хыççǎн сǎвǎ пǎхмасǎр каларĕç, чăваш юррисем шăрантарчĕç. Пурнǎç пĕтĕмпех тǎван сǎмахран пуçланать. Атте-анне
чĕлхи-çке вǎл чǎваш чĕлхи! Кирек ǎçта кайсан та пире тǎван сǎмах вай-хал парать. Темле йывǎрлǎха
та çĕнме пулǎшать.
Çакǎ йǎлтах И.
Яковлев тивлечĕпе пирĕн куна çитнĕ. Унǎн
«Халалĕ» – пирĕн ǎрǎва панǎ пил. Упрар
тǎван чĕлхемĕре, вǎл ĕмĕр пултǎр
тĕнчере!