Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Милаева Лариса Витальевна уçрĕ.
Пирĕн тăван чĕлхе пин-пин чĕлхе хушшинче
сăваплă, ырă ятлă. Ăна халăх темиçе ĕмĕр
хушши аталантарнă, якатнă, çавăнпа пулĕ вăл пуян та, янăравлă та, çепĕç.
Чĕлхе халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ кăна мар,
ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă пĕлÿлĕхĕн иксĕлми çăл куçĕ те. Çак çăл куçĕнчен эпир мĕн ачаранах тумламăн-тумламăн вăй илсе
ĕçетпĕр. Аннен кăкăр сĕчĕпе пĕрле унăн ачаш та лăпкă сасси пирĕн хăлхана сăпка
юррине илсе çитернĕ... Тăван сасăран, тăван чĕлхерен пирĕн ăс-тăн аталанма пуçланă.
Çак кун чăваш чĕлхине
халалланă сăвă-юрă янăрарĕ. (Милаева Л. В.)