Ака уйǎхĕн 26-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2023»
акци иртрĕ.
Çак мероприятие Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел те пулса тǎрать.
«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2023» акцие шкулти 13 вĕренекен хутшǎнма кǎмǎл турĕ. Акцие хутшăнакансем Юхма Мишшин хайлавĕпе йĕркелесе хатĕрленĕ текст тăрăх диктант çырчĕç.
Ачасене пурне те лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу
сунатпǎр! (Милаева Л. В.)