Чăваш Республики Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе килĕшÿллĕн
чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ культура эткерлĕхне – чăваш тĕррине – упраса хăварас
тĕллевпе кашни çулах чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чаваш тĕрри кунне паллă тума
йышăннă.
Çак уява халалласа Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам
шкулта тĕрлĕ мероприяти туса ирттерчĕç. Кашни класс хăйсен пÿлĕм кантăкĕсене
чăваш тĕррин эрешĕсемпе илемлетрĕç. Асаннесен арчисенче упранса юлнă тĕрĕ
япалисенчен «Чăваш тĕрри –
чи асамли» курав
йĕркелерĕç. Чăваш çĕр-шывĕ çĕр-пин юрă, çĕр-пин тĕрĕ çĕр-шывĕ тесе ахальтен
каламаççĕ ĕнтĕ. Кунтах чăваш сурпанĕпе масмакĕ те, алшăллийĕпе саппунĕ, кĕпи, ...
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш тĕрри.
Илемлĕ чăваш тĕрри те тĕрлеме пĕлсен кăна. (Милаева Л. В.)