Ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче Кунер
вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе
вĕрентекенĕсем «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2024» акцие хутшăнчĕç.
Çак мероприятие Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш
Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш
чĕлхи кунне халалласа йĕркеленĕ. Акцин
тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Пĕтĕм чǎваш
диктантне хутшǎнни – хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел те пулса тǎрать.
«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2024» акцие
шкулти 12 ачапа 4 вĕрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Акцие хутшăнакансем
Çемен Элкер хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ «Чăваш
вăрманĕ» ятлă диктант çырчĕç.
Пурне те лайǎх паллǎсем илме
ǎнǎçу сунатпǎр! (Милаева Л. В.)