Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Кунер вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем ял
библиотекин краеведени музейне çитсе килчĕç. Шкул ачисем унти «Культура и быт чувашей» уйрăмри экспонатсемпе
паллашрĕç. Ку уйрăмра ачасем чăвашсен авалхи çи-пуçĕпе, капăрлăх тата пир
тĕртмелли хатĕрĕсемпе, тури тата анат енчи чăвашсен сурпанĕсемпе кăсăкланчĕç. Библиотека
ĕçченĕсем ачасемпе «Тĕлĕнтермĕш уй» ăс-тăн вăййи ирттерчĕç.
Аваллăхсăр
малашлăх çук. (Милаева Л. В.)