Паян, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Куславкка муниципалитет округĕн «Çĕнĕ шкул» проектăн членĕ Милаева Лариса Витальевна тата 5–6-мĕш класс вĕренекенĕсем уçрĕç. Мероприятие «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕпе килĕшÿллĕн ирттерчĕç. Шǎнкǎр-шǎнкǎр çǎл куç пек янǎраççĕ чǎваш поэчĕсем хайланǎ сǎвǎсем. Ачасем хǎйсен чĕвĕлти сассисемпе сǎвǎ хыççǎн сǎвǎ пǎхмасǎр каларĕç. Пурнǎç пĕтĕмпех тǎван сǎмахран пуçланать. Атте-анне чĕлхи-çке вǎл чǎваш чĕлхи! Кирек ǎçта кайсан та пире тǎван сǎмах вăй-хал парать. Темле йывǎрлǎха та çĕнме пулǎшать.
(Милаева Л.В.)