Ачасен тавçăрулăхĕпе пултарулăхне аталантарас тĕллевпе ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăван (чăваш) чĕлхепе литературине вĕрентекен Милаева Л.В. 7-мĕш класс ачисем хушшинче «Пĕлетĕр-и эсир?» литература вăййи ирттерчĕ. Унта тĕрлĕ темăпа çыхăннă ыйтусем пулчĕç: чăваш писателĕсен хайлавĕсен ячĕсемпе сăнарсене пĕлесси, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупасси, морфологи, орфографи, пунктуаци правилисем, чăваш культурипе фольклор ыйтăвĕсем, литература жанрĕсем ытти те. Тупăшу çивĕч иртрĕ. Ачасем ыйтусене тĕрĕс те тĕплĕн хуравласа пычĕç, хăйсен тавракурăмне кăтартрĕç.
(Милаева Л.В.)