Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Кунер вăтам шкулĕнче 5–6-мĕш классем хушшинче «Чӑваш чĕлхи – ăс-тăн чечекĕ» вăйă-ăмăрту иртрĕ. Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне, пултарулăхне, анлă тавра курăмне кăтартрĕç. Тупăшура туслăх çĕнтерчĕ. Çакăн пек ăмăртусемпе вăйăсем ачасене тĕрлĕ енлĕ воспитани парас, вĕсен тавра курăмне аталантарас ĕçре питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Предмета тăрăшса вĕренме, тимлĕрех пулма, нумай вулама хавхалантараççĕ. Ачасем предмета мĕнле пĕлни те çак вăйăсенче лайăх курăнать. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче, класс тулашĕнчи мероприятисене вăйă мелĕпе ирттерни вĕреннĕ материала аса илме, лайăхрах çирĕплетме пулăшать.
(Милаева Л.В.)