«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2026»

«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ  –  2026»

Ака уйǎхĕн 23-мĕшĕнче  Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам  шкулта «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2026» акци  иртрĕ.

Çак  мероприятие Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çурчĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ йĕркеленĕ.  Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни  хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли  мел те пулса тǎрать.

 «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2026»  акцие  шкулти 14 вĕренекенпе 6 вĕрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Акцие хутшăнакансем Алиса Миронова тексчĕ тăрăх диктант çырчĕç.

 (Милаева Л.В.)