Чăваш чĕлхи куне

Чăваш чĕлхи куне

Ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне тата пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕре, И.Я. Яковлева халалласа уяв ирттерчĕç. Уява шкулти чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Лариса Витальевна Милаевăпа 6-мĕш класра вĕренекен Анастасия Смолева ерте пычĕç. 1–9-мĕш классенче вĕренекенсем хǎйсен чĕвĕлти сассисемпе сǎвǎ хыççǎн сǎвǎ пǎхмасǎр каларĕç, чăваш юррисем шăрантарчĕç, ташшипе те савăнтарчĕç. Ача садне çÿрекенсем те сцена çине чăваш юррипе тухрĕç. Пурнǎç пĕтĕмпех тǎван сǎмахран пуçланать. Атте-анне чĕлхи-çке вǎл чǎваш чĕлхи! Кирек ǎçта кайсан та пире тǎван сǎмах вай-хал парать. Темле йывǎрлǎха та çĕнме пулǎшать. Çакǎ йǎлтах И.Я. Яковлев тивлечĕпе пирĕн куна çитнĕ. Унǎн «Халалĕ» – пирĕн ǎрǎва панǎ пил. Упрар тǎван чĕлхемĕре, вǎл ĕмĕр пултǎр тĕнчере!

(Милаева Л.В.)